Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Патӑрьелти 1-мӗш шкул

Патӑрьелти 1-мӗш шкулПатӑрьелте вырнаҫнӑ шкул.

Шкул ҫинчен

Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул районта чи пысӑкки. 2008 ҫулта вӑл Раҫҫей Президенчӗн Грантне (1 млн. тенкӗ укҫа) ҫӗнсе илнӗ. Виҫӗ хутлӑ капмар ҫуртра иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 797 ача ӑс пухрӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ, олимпиадӑра, юрӑ-ташӑ смотрӗнче малти вырӑнсене тухнӑ. Паян кунта ачасене лайӑх вӗренме, учительсене вӑй парса ӗҫлеме пӗтӗм услови пур: ҫутӑ классем, 2 пысӑк спортзал, кирлӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ столовӑй. Шкулта 2 компьютер класӗ, 60 компьютер, 18 мультимедиапроектор, 2 интерактивлӑ доска, интернет ҫыхӑнӑвӗ пурри вӗренӳ пахалӑхне ӳстерме пулӑшать. Педагогсем канакан, ӗҫлекен методика кабинетне те ҫӗнӗ компьютерсем вырнаҫтарнӑ. Учительсем тӑрӑшни, хӑйсен ӗҫне пӗлсе, юратса туни ачасен пӗлӗвӗнче палӑрать. Кашни ҫулах шкултан ылтӑн тата кӗмӗл медальпе вӗренсе тухакансен йышӗ чылай. Иртнӗ вӗренӳ ҫулне те 11 ача вӑтам пӗлӳ программине медальпе вӗҫлерӗ. Выпускниксенчен нумайӑшӗ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса, аслӑ шкулсене вӗренме кӗреҫҫӗ.

Пӗлӳ ҫуртӗнче 68 вӗрентекен вӑй хурать, вӗсенчен 18 аслӑ, 38 пӗрремӗш, 9 иккӗмӗш категориллӗ. Э. Карягина, Т. Табакова, Н. Карягина, П. Козлов, В. Шадиряков, В. Афанасьева, А. Майрина, Л. Максимова, З. Заргирова, П. Никитин вӗрентекенсен ӗҫӗсене ҫӗр-шывӑн пысӑк наградисемпе хакланӑ.

Д. Енилин, М, Теребилова, В. Викторова, Л. Мулюкова, Л. Чернова, Р. Сапожникова, Г. Плешкова, А. Чылыкова, З. Антипова педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем. Пенсире пулин те хӑйсем чылай ҫул вӑй хунӑ шкулпа ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ.

Тӗрлӗ вӑхӑтра учительсен коллективне ертсе пынӑ, шкул хуҫалӑхне аталантарса ҫӗклессишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ В. Соколов, А. Цветков, И. Ионов, Я. Толстов, А. Гаврилов, А. Смирнов, С. Ичанкин, Ф. Урмаев, И. Николаев, Н. Федорова, Д. Енилин, П. Козлов ӑшӑ сӑмаха тивӗҫлӗ. Шкулта Л. Кураков академик, Г. Ломоносов профессор, филологи наукисен кандидачӗ А. Уськин, Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши те вӗреннӗ.

Таврапӗлӳ музейӗ

Пӗлӳ ҫуртӗнче таврапӗлӳ музейӗ пур. Вӑл экспонатсемпе пуян.


 
Категорисем: Патӑрьел
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-19 21:07:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5799 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем